Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Илле Тукташ тусӑма (Василий Давыдов-Анатри)


Илле Тукташ 100 ҫул тултарнӑ май
Сӑвви: Ваҫлей Давыдов-Анатрин
Кӗвви: Виктор Михайлов-Ярушкинӑн


Тус-юлташпа пӗрле чухне
Мӗнле аван чун-чӗрене.
Ҫунат ҫумне ҫунат хушар,
Хавхаланса кал-кал утар.

.....Мӗнле аван Тукташ пурри,
.....Кӗрекере янрать юрри.

Мӗн чуль илем тавралӑхра —
Ытарайми чӑвашлӑхра.
Эпир юлхав ҫынсем пулман,
Атте-анне ятне яман.

.....Мӗнле аван Тукташ пурри,
.....Кӗрекере янрать юрри.

Асаттесен пиллӗхӗпе,
Хӗру чӗремӗр хушнипе
Ҫут ҫӑлтӑр пек ҫунса тӑрар —
Тӑванлӑха упрар — сыхлар!

.....Мӗнле аван Тукташ пурри,
.....Кӗрекере янрать юрри.

2007>>


 
Категорисем: Василий Давыдов-Анатри сӑввисем, Илле Тукташ

Тулли верси :: Статья каҫми